Чӑваш чӗлхи кунӗ

Чӑваш чӗлхи кунӗ

Паян -Чӑваш чӗлхи кунӗ. Пирӗн шкулта та ҫак куна халалланӑ тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. 2-мӗшпе 4 -мӗш классенче вӗренекенсем Иван Яковлевич Яковлевӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ пирки кинофильм пӑхрӗҫ. Унтан тӗрлӗ ыйтусем ҫине хуравларӗҫ. И. Я. Яковлев ҫырнӑ хайлавсене аса илчӗҫ. Яковлев пирки ҫырнӑ кӗнекесенчен хатӗрленӗ выставкӑпа та интересленсех паллашрӗҫ.

8-мӗш класра вӗренекенсем те Чӑваш Улӑпӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ пирки калаҫрӗҫ. Чи малтан ачасем хӑйсем Яковлев пирки мӗн пӗлнине каласа пачӗҫ. Унтан вӗрентенкен вӗсене Чемпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ паллӑ ҫынсем пирки аса илтерчӗ.